Раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Канаш муниципаллӑ округӗнчи Кивӗ Шелттем ялӗнче пурӑнакан 29 ҫулти арҫынна Канаш вокзалӗнче ҫаратнӑ. Вӑл, сусӑрскер, унта ашшӗ-амӑшӗпе пулнӑ. Кӗтмен ҫӗртен ун патне палламан ӳсӗр арҫын пынӑ та хӑйне тахҫанхи тусӗ пек тыткаланӑ, ыталаса илнӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл сусӑрӑн енчӗкне кӑларса илнӗ. Унта вара 4 пин тенке яхӑн пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем ҫакна ҫав округрах пурӑнакан, унччен судпа айӑпланнӑ 39 ҫулти арҫын тунине палӑртнӑ. Ӑна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех суд пӑхса тухӗ.
ЧР Цифра министерстви халӗ те «Хыпар» хаҫат валли редактор шырать. Тепӗр 7 районти хаҫатӑн та редакторсем ҫук.
Аса илтерер: юпа уйӑхӗнче конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Конкурса раштавӑн 13-мӗшӗнче пӗтӗмлетмелле пулнӑ. Анчах ӑна кӑрлач уйӑхӗччен тӑснӑ. Цифра министерстви документсене кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗччен йышӑнӗ.
Палӑртмалла: Пӑрачкав, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Канаш, Елчӗк, Тӑвай тата Йӗпреҫ муниципалитет округӗсенчи хаҫатсем валли редактор шыраҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Вӑрнарти культура ҫуртӗнче халӑх пултарулӑхӗн конкурсӗсен «Фестивальсен фестивалӗ – 2023» республикӑри фестивальсен лауреачӗсен фестивалӗ иртнӗ.
Гала-концерта Шупашкарти «Суварята» ача-пӑча коллективӗ, «Мадригал» академи камера хорӗ, «Каприс» халӑх вокал ансамблӗ, халӑх инструменчӗсен «Эревет» ансамблӗ; Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи «Кукашни» фольклор коллективӗ, Муркаш тӑрӑхӗнчи «Шуҫӑм» юрӑпа ташӑ ансамблӗ, Канаш районӗнчи «Янрав» инструмент ансамблӗ, Каҫал тӑрӑхӗнчи «Кубняночка» вокал ансамблӗ, Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи «Ахах» вокал ушӑнӗ тата Вӑрнар тӑрӑхӗнчи «Тивлет» юрӑпа ташӑ ансамблӗ, «Чаршав» халӑх театрӗ, «Санар» фольклор коллективӗ хутшӑннӑ.
Канаш муниципалитет округӗнчи Атнаш ялӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьешӗн ҫӗнӗ ҫурта куҫни Ҫӗнӗ ҫул парни пекех пулнӑ. Вӗсене патшалӑх 4 миллион та 600 пин тенкӗпе 2 хутлӑ ҫурт туса панӑ. Пӗтӗмпе – 108 тӑваткал метр.
Ольга Леонтьева 6 ачана пӗччен ӳстерет: 4 ывӑл та 2 хӗр. Ҫӗнӗ ҫурчӗ халӗ шкултан инҫех мар. Ку вӗсене пушшах те савӑнтарать.
Ҫуртра пӳлӗмсем, пысӑк тӗпел, ваннай, туалет, прихожӑй пур. Йӑлтах хӑтлӑ та илемлӗ.
Шупашкар округӗнчи тӗп вулавӑшра «Чӑваш туйӗн йӑли-йӗрки» курав экспозицийӗ уҫӑлнӑ. Унта - наци тумӗ тӑхӑнтартнӑ пуканесем. Вӗсем чӑваш туйӗн йӑлисене кӑтартаҫҫӗ. Пуканесен ҫи-пуҫне Наталия Никонорова (Зиновьева) хатӗрленӗ. Экспонатсен йышӗнче ҫураҫнӑ хӗр, хӗр ҫумӗ, туй арӑмӗсем, вӑйӑҫӑ пур.
Наталия Никонорова Кӳкеҫре ҫуралса ӳснӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, уншӑн амӑшӗ Лидия Николаевна Зиновьева тӗслӗх вырӑнӗнче пулнӑ. Вӑл нумай ҫул «Паха тӗрӗ» фабрикӑра кавир тӗртекен цехра ӗҫленӗ. Килӗнче вӗсен яланах тӗрленӗ япала нумай пулнӑ.
Наталия ача чухне фабрикӑна амӑшӗ патне час-часах кайнӑ, тӗрӗҫӗсене сӑнанӑ. Алӑ ӗҫне юратасси ҫакӑнтан пуҫланнӑ та ӗнтӗ. Халӗ Наталия Канаш округӗнчи Кӑшнаруй клубне ертсе пырать, вӑл - «Хӗлхем» вокал ансамблӗн солистки те. Наталия Никонорова пуканесене тумлантарнисӗр пуҫне капӑрлӑхсем – умҫакки, хушпу, сурпан – ӑсталать.
Палӑртмалла: куравра чӑваш тӗрри, туйӗ ҫинчен каласа кӑтартакан кӗнекесем те пур.
Канмалли кунсенче Канаш муниципалитет округӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче икӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Инкек шӑматкун каҫхи 10 сехет ҫурӑра пулнӑ.
Ҫулӑм йывӑҫ урая тӗп тунӑ. Пушара сӳнтерсен 27 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Вӑл унта пурӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хуҫи ӑшӑнмалли электричество кӑмаки ҫутнӑ, вӑл юсавсӑр пулнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра канмалли кунсенче 19 пушар пулнӑ.
Чӑваш Енре усӑ курман ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе ҫулсеренех ӗҫлеҫҫӗ. 2023 ҫулта 7651 гектар лаптӑка пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ. Ку вӑл планпа пӑхса хӑварнин 76 проценчӗ пулать. Кун пирки республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ.
2023 ҫулх кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра усӑ курман ҫӗр 27,8 пин гектар пулнӑ. Планпа килӗшӳллӗн ҫулталӑк вӗҫлениччен 10 пин гектара пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмелле.
Ҫак енӗпе Элӗк тата Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗсем лайӑх ӗҫленӗ.
Ума лартнӑ тӗллеве Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ тата Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗсенче пурнӑҫлайман.
Тӑвай муниципаллӑ округӗнчи Тӗмер ялӗнче 10 уйӑхри пӑру вилнӗ. Унӑн организмӗнче урнӑ чир вирусне тупнӑ. Ҫавна май ЧР Элтеперӗ ҫак ялта чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнченпе карантин пулнине палӑртнӑ.
Пӑру Вӑрман урамӗнчи 4-мӗш ҫурт хуҫалӑхӗнче вилнӗ. Унран 2 ҫухрӑм радиусра карантин вӑйра пулӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть урнӑ чире пула Канаш тӑрӑхӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт членсе карантин пулнӑ. Унта та мӑйракаллӑ шултра выльӑх урнӑ чирпе аптӑраса вилнӗ.
Паян, ҫил-тӑманлӑ ҫанталӑкра, Канаш муниципаллӑ окугӗнче Шӑхасан ялӗ ҫывӑхӗнче 5 ҫухрӑма тӑсӑлакан пӑкӑ пуҫтарӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Водительсем каланӑ тӑрӑх, фурӑсем тӑвайккинчен хӑпарайман. Пӑкӑ 15 минутра 40 метр хӑвӑртлӑхпа кӑна куҫнӑ.
Вырӑна ятарлӑ техника килнӗ, тӑвайккине хӑйӑр сапнӑ. Машинӑсене йӗркелесе яракан ятарлӑ ҫын та пулнӑ.
Канаш муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан 46 ҫулти арҫынна йывӑҫ каснӑшӑн суд туна. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ. Кунсӑр пуҫне тӗрӗслев срокӗ - 1 ҫул.
Ҫак арҫын кӑҫал утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче бензопӑчкӑпа усӑ курса вӑрманта темиҫе йывӑҫ каснӑ. Ҫапла вӑл патшалӑха 113 пин тенкелӗх тӑкак кӳнӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, тӑкака йӑлтах саплаштарнӑ. Ҫапах унӑн суд сакки ҫине ларма тивнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |